
Чӑваш Енри ӳкерҫӗ Санкт-Петербургра мӑн асламӑшӗнчен юлнӑ еткерӗн куравне уҫнӑ.
Сӑмах — Полина Маркова пирки, вӑл Поли Марко ятпа паллӑ. Пӗррехинче вӑл мӑн асламӑшӗн авалхи тӗррине курнӑ — ун ҫинче ҫынсем пулнӑ, пуҫӗсем ҫинче – чечексем. Ҫапла унӑн ӗҫӗсенче «чечек ҫыннисем» пулса кайнӑ: ҫунат евӗр пысӑк алӑ-ураллӑ сӑнарсем. Халӗ вӗсене Петербургра «Чечек ҫыннисем: тупра» куравра курма пулать.
Ӳкерҫӗн мӑн асламӑшӗ Федосия Васильева ятлӑ пулнӑ, вӑл 1886 ҫулта Аслӑ Мами ялӗнче ҫуралнӑ. Шӑпах унӑн пуянлӑхӗ — сӗтел ҫиттисем, алшӑллисем, тумтирсем, пуҫа тӑхӑнмалли тӗрӗллӗ хатӗрсем — хӗре илӗртнӗ.
Чылай вӑхӑт Полина хӑйӗн йӑх тымарӗсене вӑрттӑнлӑхра упранӑ. Унӑн аслашшӗ пӗр вӑхӑт вӗсене тӑван чӗлхепе культурӑна вӗренме чарнӑ. «Эпӗ никама та чӑваш пулнине калама тӑрӑшман. Халӗ ҫакна аса илме те намӑс», —тет автор.
Анчах вӑл этнографи музейне лексен, хӑйӗн халӑхӗ культуринче мӗн чухлӗ илем упраннине курсан йӑлтах улшӑннӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл чӑваш культурине ҫул хывнӑ.
Курав юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен «Пушкинская, 10» арт-уҫлӑхра ӗҫлет. Кӗрсе курма тӳлевсӗр.

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине 5 сехет тӗлӗнче Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ҫывӑхӗнчи чукун ҫул ҫинче пӗр ҫын пуйӑс айне лекнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл питӗ ҫамрӑк пулнӑ – 25 ҫулта ҫеҫ.
Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулнӑ: пуйӑс айне лекнӗ 25 ҫулти арҫын Йӗпреҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл ир-ирех пуйӑс ҫулӗ ҫинче мен туса ҫӳрени хальлӗхе паллӑ мар.
Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Чӑваш Ен ҫынни пуйӑс айне пулса вилнӗ.

Кӑҫал Чӑваш Енре 6 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ярӗҫ. Ҫавна май электронла аукционсем иртӗҫ.
Кашни объектӑн малтанхи хакӗ – 4,02 миллион тенкӗ. ФАПсене аукциона ҫӗнтернӗ организацисен 90 кунра туса пӗтермелле. Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫӗнӗ ФАПсем Канаш районӗнчи Асхва, Аслӑ Мами, Вӑрман Енӗш ялӗсенче, Пӑрачкав районӗнчи Ивановкӑра, Етӗрне районӗнчи Сантикассинче, Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Арланкассинче пулӗҫ.
Сӑмах май, республикӑра ку таранччен, ҫичӗ ҫулта, 206 ФАП тунӑ.
Канаш районӗнчи хӗрача Раҫҫейре чи нумай кӗнеке вулакансен йышне кӗме пултарнӑ. Евгения Михайлова «Чи нумай вулакан шкул ачи» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн танлаштарӑмӗнче (рейтингӗнче) 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Евгения Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ялӗнче пурӑнать. 8 ҫулти хӗрача Канашри 9-мӗш шкулта вӗренет. Вӑл вӗренӳ ҫулӗнче 472 кӗнеке вуласа тухнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Мускавра кӗнекесен пӗтӗм тӗнчери ярмӑрккӑ куравӗ уҫӑлнӑ ҫӗрте чысланӑ. Шкул ачисене парнесене Олимп чемпионки Татьяна Навка тата Раҫҫей Почтин генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Инесса Галактионова панӑ.
Ачасем валли ятарласа Мускавра экскурси йӗркеленӗ. Вӗсем Раҫҫей патшалӑх вулавӑшне ҫитсе курнӑ.
